Пакăлти Лисук
Калаçма тăрсан Лисук
Çитекен те ăна çук.
Пуплешет пěр чарăнми
Те суять вăл, те чăнни.
Итлесе ăна пайтах
Хăлха йуçěхнě йăлтах.
Ĕненес пулсан ăна
Лайăх çын вăл хăй кăна.
«Пултаратăп эпě, - тет
Пысăк çул мана кěтет.
Ман хора çÿремелле
Сассăм ман хитре мěнле!»
Хора чěнтěм те пěрле
Лисук утрě килелле.
«Ман киле халь каймалла
Ыраттартăм эп алла.
Санпа пырăп эп ыран
Эс мана чěнме ан ман.
Таплаттарчě вăл киле
Портфельне силе-силле.
Тепěр кун татах шкултан
Ак утатпăр иккěн тан.
Пěрле чěнтěм те хора
Ыратать, тет, ман ура.
Чěлхипе çеç юптарать
Хăй ěçрен пěрмай тарать
Ыратмасть ун ал-ура,
Вăл чирлет калаçура.
Лисук пек ачасене
Пакăлти чěлхесене
Эп каласшăн çаплалла-
Ĕçÿпе эс тух мала!
11.07.2023 21:17
Туссем
Эсир пире палллатăр
Алёша, Коля, Сантăр.
Тухрăмăр, ак, урама
Мечěк тапса выляма.
Футболла выляс килет
Вěренсе текех çитет.
Коля, пул халě вратарь,
Мечěк тытма эс хастар.
Мěншěн манăн пулмалла
Каллех мечěк тытмалла?
Çук, пулмастăп эп вратарь,
Алюш пултăр, ан юнтар!
Ну, каларăн та вара
Вăй ман пур-ха урара,
Гол тапса кěртсен пěрре
Куçăп эпě вратаре.
Мана вратарь вырăнне
Тăратасшăн-и, мěнех,
Вылямастăп тек пěрле
Уттаратăп эп киле.
Эх, пулмарě вылясси
Мечěк тапса курасси!
Мěн çитмест пире туссем,
Тен, ăнлантăр, ачасем.
Выляма тулта пěрле
Парăнмашкăн пěлмелле –
Ялан хирěç кăшкăрсан
Пěр юлташ та пулмě сан!
11.07.2023 21:16
Вěçкěн Петěр
Пирěн вěçкěн Петěр
Урокра ларать.
Ун отвечě хатěр
Кăшкăрса ярать:
«Эпě! Эпě! Эпě!
Аллине тăсать.
Сасси янкăр питě,
Шăплăха пăсать.
Вăл хурав парасшăн
Пěр хăй çеç кăна.
Ак учитель ăшшăн
Асăрхать ăна.
«Кăшкăрса, тархасшăн
Эсě ан хăрат.
Ыйтăва пěлсессěн
Шăппăн ал тăрат.
Юнашар лараççě
Сан юлташусем:
Саша, Коля, Вася -
Кулчěç тутисем.
Хатěр-ха вěсен те
Тěрěс хуравсем.
Ыйтăва пěлсен те
Кăшкăрмаç вěсем.
Ачасем, учитель
Пěтěмпех курать.
Кăшкăрса эс ан пÿл,
Кулăшла пулать.
11.07.2023 21:15
Ăссăр вылякан
Класа кěчě те Якур
Сěрлеме пуçларě.
Эп ракета тăвăп - кур!
Мухтанса каларě.
Кěç вăл тытăнчě класра
Вěçтерме ракета.
«Вылясси çеç ун ăсра,»-
Мăкăртатрě Света.
Хěрхенмест хута Якур
Ăсталать ракета:
«Тетрадьре татах та пур
Ман страница, Света!»
Шăнкăрав сасси часах
Хăлхара янрарě.
Ак учитель васкаса
Урока пуçларě.
Тетраде уçса çырма
Вăл пире пěлтерчě.
Якур çеç пěлмест ларма
«Ах, ăçта тетрачě?»
Хайхи кÿршě Светăран
Хут листи вăл ыйтрě:
«Тетраде çура-çура
Эс мухтантăн мар-и?»
Шăп класра,сехет шаккать,
Ачасем çыраççě.
Якур айăплăн пăхать
Куçěсем макраççě.
Çапларах пулать иккен
Ăссăр вылясассăн.
Сана пулмě шеллекен
Ун чух сывлăн ассăн.
11.07.2023 21:14
Паттăр Марине.
Марине утать шкула
Савăнса кула-кула.
Мухтанма сăлтавě пур
Çěн кěпе унăн халь – кур!
Кěпине хуратасран
Асфальтпа Турикасран
Такăр типě çулпала
Утрě çěнě тумпала.
Ăнсăртран çине-çине
Илтрě йытă сассине.
Йытă пěчěк кушака
Хупнă хунă хушăка.
Кушакки хăранипе
Вылянтарчě куçěпе.
Унталла та кунталла
Ăçталла-ши тармалла?
Хал çитмест пăхса тăма
Кушака часрах çăлма.
Чупрě кайрě Марине
Пылчăкларě урине.
Çупăрларě çурана:
«Кÿрентермěп эп сана!»
Йыттине хăваласа
Хуса ячě Тукаса.
Марине пăхать хăйне
Вараланă кěпине.
Уншăн халě пур пěрех –
Кушак юлнă чěп-чěрех.
Пěлсе тăрăр ÿлěмрен
Пурнăç хаклă кěперен.
Паян çăлтăн çурана
Ыран пулăшăн çынна.
Мěн калас ман ачасем?
Çакăнтан эс ăс илсем,
Ан хăвар йывăрлăхра
Ыр ят пулě сан йăхра.
11.07.2023 21:13
Мухтанчăк Якур
Мухтанчăк Якур
Сасă пачě шăнкăрав
Пуçланать тинех тăхтав.
Вирхěнсе чупать Якур
Пуринчен вăл халь матур.
Йăкăлт- якăлт сиккелет
Паттăр ун пулас килет.
Хăйěн пысăк чышкине
Сулса ячě ман çине.
Кайса ÿкрěм урайне
Пултăм эп Якур айне.
Вăйлăрах Якур манран
Ик çул аслă пулнăран.
Çакна курчě те пичче
Якура ик уринчен
Ярса тытрě темěнле
Шарт! çěклерě çÿлелле.
Хăвăнтан кěçěннине
Кÿрентерес тенине,
Чăтăм çук пăхса тăма,
Хěнеттермěп шăллăма.
Кěрешсем эс тантăшпа
Сăмахран, ак, манпала.
Мухтанмашкăн вăйпалан
Ан васка, тусăм, ан ман!
Чышкăпа мухтанакан
Нихăçан çакна ан ман:
Пуçунта ăс пулмасан
Пурнăç йывăр пулě сан.
11.07.2023 21:11